Йăлана кĕнĕ турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:08 Просмотров: 420

 "Паттăр" спорт шкулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне, çут ĕç отличникне Виталий Волкова асра тытса волейболла выляса мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ республика турнирĕ иртнĕ.

Турнирăн хăйĕн историйĕ. Виталий Ильич çак спорта аталантарас енĕпе сахал мар тимлĕх уйăрнă. Шăпах вăл ĕçленĕ çулсенче професси училищинче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем район тата республика турнирĕсенче çитĕнỹпе палăрнă.

Ку хутĕнче вăййа 6 команда - Патăрьел, Тăвай муниципалитет округĕсемпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисен - хутшăннă.

Турнир вăхăтĕнче ăста спортсменсен тата çамрăксен пултарулăхне курса савăнма май пулнă. Шупашкар хула команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче Улатăр, виççĕмĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика