Чăваш тумĕпе, ташши-юррипе тĕлĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:09 Просмотров: 418

 Мускаври ВДНХан Чăваш Ен стендĕнче Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пыракан Каншелĕнчи "Çăлкуç" фольклор коллективĕ тури, анатри тата вирьял этнографи ушкăнĕсен ку чухнехи, кулленхи, уяв тумĕсене кăтартса илемлĕ курав йĕркеленĕ. Çавăн пекех вĕсем йăла-йĕркипе çыхăннă юрă-ташă концерчĕпе, мастер-классемпе савăнтарнă.

Куракансем артистсемпе пĕрле ташланă, вĕсен хусканăвĕсене вĕреннĕ. Теприсем сас паракан музыка инструменчĕсемпе выляса пăхнă. Саратовран килнĕ Александр хăйĕн хĕпĕртенĕвне пытарайман: "Сирĕн лапамра хаваслă та интереслĕ. Çула май ниçта та çакнашкал хавхалантаракан концертсене курмарăм. Манăн юлташ Чăваш Енре пурăнать. Ун патне хăнана кайса сирĕн тăрăхпа тĕплĕнрех паллашатăпах. Халăх культурине тата музыка инструменчĕсене упраса тытса пынăшăн тавах".

Сител ялĕнчи Нина Соколова ăстаçă хăйĕн биссертан хатĕрлекен алă ĕçĕпе кăмăл тăвакансене пурне те паллаштарма тăрăшнă.

Мастер-классене хутшăннисем пушă алăпа кайман. Ăстаçăсене интереслĕ занятисемшĕн тав тунă. 7 çулхи хĕрачасем те алă ĕçне хăнăхма пултарнине кăтартса панă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика