Медальсен тулли пухмачĕпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:19 Просмотров: 361

В. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче Чăваш Республикинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе мала тухассишĕн 21 çула çитичченхи каччăсемпе 18 çулчченхи хĕрачасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Вăрмар, Çĕрпỹ, Етĕрне, Елчĕк муниципалитет округĕсемпе Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен спортсменĕсем хутшăннă. Медальсемшĕн кĕрешĕве 220 çамрăк тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем февралĕн 8-10-мĕшĕсенче иртекен федерацин Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсене явăçаççĕ.

Патăрьелсем начар мар кĕрешнĕ. Хăйсен виçисенче Максим Леонтьев пĕрремĕш, Антон Цветков, Ильнур Яфизов, Иван Кутузов иккĕмĕш, Владимир Журавлев, Павел Платонов, Андрей Козлов, Рафаэль Шарафутдинов виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем медальсемпе дипломсене тивĕçнĕ.

Вĕсене ăмăртăва Владислав Спиридоновпа Ильфак Алеев тренерсем хатĕрленĕ.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика