Палăк макетне халăхпа палăртĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2024, 21:20 Просмотров: 419

Раççей Художникĕсен союзĕн членĕ Игорь Горяинов тата Чăваш Ен Художникĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кузьмин Раççей Художникĕсен союзĕн членĕпе, Раççей тата Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Мидхать Шакировпа пĕрле хатĕрленĕ "Вăрçă ачисем" палăкăн эскизĕсемпе ĕçлĕ ушкăна паллаштарнă. Ларура вĕсем усă курнă сăнарсемпе материалсем пирки каласа кăтартнă, монумента мĕнлерех курни çинчен пĕлтернĕ.

Комисси проектсен илемлĕхпе техника пахалăхĕсене тивĕçлипе хакланă, эскизсем палăртнă тĕллевсене пурнăçланине çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн "Вăрçă ачисем" палăка ăçтарах лартас ыйтăва та хускатнă. Вĕсем ку енĕпе тăватă вариант сĕннĕ: "Çăкăр" музейĕ территоринче, каçхи шкул зданийĕ умĕнче, Мухтав монуменчĕ патĕнче тата Патăрьелне çитсе кĕнĕ вырăнта. Ĕçлĕ ушкăн палăк макетне суйласа илес тĕлĕшпе сасăлав ирттерме йышăннă.

Сăмах май каласан, социаллă сетьсенче ку ĕç пуçланнă та ĕнтĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика