Йĕлтĕр йĕрĕнче - вĕрентỹ ĕçченĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2024, 21:18 Просмотров: 295

 Кĕçĕн Арапуçĕнчи Василий Маркиданов трассинче муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз членĕсен 45-мĕш спартакиади иртнĕ.

Йĕлтĕр эстафетине вăтам шкулсен 13, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен 4, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен 9 тата Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн команди хутшăннă. Вăтам шкулсен 2 хĕрарăм, 2 арçын, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 2 хĕрарăмпа пĕр арçын старта тăнă.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен командисенчен Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн йĕлтĕрçисем пĕрремĕш, Турханти "Çеçпĕл" - иккĕмĕш, Сăкăтри "Родник" виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен эстафетинче Çĕньялсем пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпỹртсем иккĕмĕш, Кивĕ Ахпỹртсем виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.

Вăтам шкулсенчен Турхансене тата Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн командисене çитекенни пулман. Нăрваш Шăхальсем иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем муниципалитет администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн, профсоюз райкомĕн грамотисене, парнисене тивĕçнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика