Пĕр-пĕрне хисеплемеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2024, 21:21 Просмотров: 314

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта С. Аксянова класс ертỹçи хушма ятсем пирки çитĕнекен ăрупа калаçу ирттернĕ. Çуралсанах кирек кама та ят хураççĕ. Пурнăç тăршшĕпех ăна çав ятпа чĕнеççĕ. Анчах теприсене хушма ятсем те параççĕ. Килĕшỹллĕ-и-ха çакă? Ыйту хуравне тупас тĕллевпе социаллă педагог ачасемпе ыйтăм та ирттернĕ: "Хăвăн ятупа чĕнни килĕшет-и?", "Санăн хушма яту пур-и?", "Кăмăла каять-и урăхла чĕнни?", "Кỹренетĕр-и çакăншăн?", "Хирĕçлетĕр е йĕкĕлтетĕр-и хăйне те?". "Юлташăра та çапла чĕнетĕр-и?", "Кирлĕ-и хушма ят?"...

Анкета ыйтăвĕсене хуравланă, тишкернĕ, класс сехечĕ ирттернĕ хыççăн ачасем пĕр-пĕрне ытларах хисеплеме тытăннă. Хушма ятран пăрăнма тăрăшнă вĕсем. Мĕншĕн ыттисене кỹрентермелле? Тивĕçлĕ воспитани илсе ỹсекен ача нихăçан та пĕрле çỹрекенсене хушма ятпа чĕнмест. Çынна пурне те хăвна хисепленĕ пекех хисеплемелле.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика