Малашлăх хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2024, 21:22 Просмотров: 309

Кашни суйлав маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ хам сассăма парса çĕршыв, Чăваш Ен, округ шăпине татса пама хутшăнатăп-çке. 10 çул ытла Чăваш Ишек ялĕн суйлав участокĕн комиссийĕнче тăрăшатăп. "Тилхепине" те хамах тыттарчĕç.

Яваплăх çав тери пысăк, ĕçĕ те нумай. Ыхра Çырми территори пайĕн специалисчĕсем тунă списокри кашни суйлавçă çинчен пĕлмелле пирĕн. Суйлав вăхăтĕнче кам ăçта пулать, суйлама участока пыраять-и, е ватă, чирлĕ çын патне хамăрăн çитмелле тата ытти те. Ăнлантару ĕçне тĕплĕн тума тăрăшатпăр: суйлав вăхăчĕ, йĕрки, кандидатсемпе вĕсен программисем, сасăлав докуменчĕ пирки ăнлантаратпăр. Килтен аякра ĕçлекенсене тата вĕренекенсене уйрăмах тимлĕх уйăратпăр. Ялта суйлама май килмесен вĕсене ятарлă хут - открепительнăй талон - паратпăр, территори пайĕнче учетра тăракан пĕр çынна та (сасса) çухатас килмест. Кăçалхи мартра иртекен РФ Президенчĕн суйлавĕнче çĕнĕлĕх те пур. Сасăлава дистанциллĕ электрон мелĕпе хутшăнма май туса пани - пысăк çăмăллăх. Паллах, çакă аякри хуласенче тăракан граждансемшĕн те, вырăнти участокра сасăлакансемшĕн те меллĕ.

Суйлава ял халăхĕ кăмăлтан пырать. Сасăлавра йĕркене пăснă тĕслĕх пулман пирĕн, малашне те ан пултăрччĕ. Ялти суйлавçăсем яланах активлăхпа палăраççĕ. 200 ытла суйлавçă хăйсен тивĕçне таса чунпа пурнăçласса шанатпăр.

Татьяна КРАСНОВА, участокри суйлав комиссийĕн председателĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика