Патшалăх тĕревĕпе ялсем вăй илеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2024, 21:22 Просмотров: 316

 Патăрьел муниципалитет округĕнче предпринимательлĕх лайăх аталанса пырать. Çакна кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Çулталăк пуçламăшне пĕчĕк тата вăтам бизнесра 1244 субъект ĕçленине шута илнĕ. Предпринимательлĕхре тăрăшакансенчен 156-шĕ юридика сăпачĕллĕ, унтан ял хуçалăх предприятийĕсем - 22, кооперативсем -18; уйрăм предпринимательсем - 1088, унтан 305-шĕ - фермер хуçалăхĕ.

Юлашки çулсенче харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсен шучĕ ỹссе пыни куç умĕнче.Тĕслĕхрен, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕсен хисепĕ 2022 çултинчен 6,6 процент ỹснĕ. Çакăнта бизнесра вăй хурас кăмăллисене патшалăх пулăшни те пысăк витĕм кỹрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та кун пирки палăртса хăварнăччĕ: "Çитменнине бизнеса пулăшмалли майсем çулсерен палăрмаллах ỹссе тата витĕмлĕрех пулса пыраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр финанс пулăшăвне илнĕ вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, 18 процент чухлĕ ỹснĕ".

 Ятарлă налук режимĕ ĕçлеме пуçăннăранпа муниципалитет округĕнче хăй тĕллĕн ĕçлес тĕллевпе 2127 çын регистрациленнĕ.

2023 çулта уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем тата ятарлă "Налог на профессиональный доход" налук режимĕпе усă куракансем патшалăхран пулăшу ыйтса 380 заявлени панă. Пурин ыйтăвне те тивĕçтерсе 51 млн та 404 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Çак укçапа 600 пуç ĕне (41млн та 597,6 тенкĕлĕх), качака - 4 (19 пин те 800 тенкĕлĕх), 47 единица ял хуçалăх техники (7 млн та 827,25 пин тенкĕлĕх), хурт-хăмăрпа ĕçлемелли япаласем (528,6 пин тенкĕлĕх) туяннă, çавăн пекех 199 пуç ĕнене усрама 1 млн та 429,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи халăх республика шайĕнче çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе ăнăçлă ĕçленипе палăрса тăрать. Ĕне-выльăх шучĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Енре - пĕрремĕш, сĕт суса илессипе - иккĕмĕш, аш-какай туса илессипе виççĕмĕш вырăнсене йышăнать. Сухан-севок вара Патăрьел бренчĕ шутланать. Çак кăтартусенче фермерсен тỹпи те пысăккине палăртма кăмăллă. Фермер ĕçне пуçăнакансене вăй илсе кайма патшалăх тивĕçлĕ пулăшу панине те каламасăр май çук. 2023 çулта муниципалитет округĕнчен 25ĕн пурĕ пĕрле 110,28 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çемье фермине аталантарма икĕ фермер 30 млн тенкĕ, "Агростартап" программăпа 21-ĕн 71,28 млн тенкĕ (ку пулăшу шăпах "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн килет), "Перспектива" направленипе иккĕн 9 млн тенкĕ илнĕ. М. Валеев фермер хуçалăхĕ агротуризма аталантарма 8 млн тенкĕ тивĕçнĕ.

 "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх" наци проекчĕ пирĕн округра тулли хăватпа ĕçлени куç умĕнче. Вăл пулăшнипе уйрăм предпринимательсем те, фермер хуçалăхĕсем те аталанса пыраççĕ. Çакна та каласа хăварас килет: кăçал Раççей Правительстви çĕр ĕçченĕсене пулăшма 8 миллиард тенке яхăн укçа уйăрма пăхнă. Пĕлтĕр 6 миллиард тенкĕлĕх пулăшу кỹнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

- Раççейре пĕчĕк тата вăтам бизнесра 28 миллион ытла çын тăрăшать. 2022 çултанпа харпăр хăй ĕçне йĕркеленисен йышĕ нумай ỹсрĕ. Вĕсем халĕ пирĕн 7,6 миллион. Бизнесра ĕçлекенсене пулăшса пымалла, çак ĕçре пĕрремĕш утăм тăвакансене - çав шутра социаллă контрактра тăрăшакансене те - хавхалантармалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика