Кăсăя та пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2024, 17:42 Просмотров: 252

 Çак кайăк пахчари, уй-хирти сиен кỹрекен хурт-кăпшанка пĕтерме чылай пулăшать. Февраль уйăхĕнче ăна тăранса пурăнмалли çимĕçсем пачах пĕтеççĕ, юр айне пулаççĕ. Туратсем çинчи хурт-кăпшанкă та пăрпа хупланать. Выçса çитнĕ кăсăя апат шырама тытăнать. Çак вăхăтра ăна этемрен пулăшу кирлĕ.

Апатланма хăмаран çапса читлĕх туса пани - питех те ырă ĕç. Читлĕхе çын иртсе çỹрекен вырăна çакни лайăхрах. Кăсăя çак апатпа тăранса пурăнать: вĕрене, хурăн, куршанак, кантăр, сирень, кавăн, арпус вăррисем, пилеш, сĕлĕ, шурă çăкăр тĕпренчĕкĕсем.

Хăш-пĕр кайăк - çирĕк тăрри, шăкăлчи, уйăп - çум курăк вăррипе тăранса пурăнать. Хĕллехи вăхăтра вĕсене пулăшма кăшкар ути, мăян, вĕлтĕрен, хупах вĕтетсе пама юрать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика