ЮХМАПА ПĂЛА тăрăхĕн пултаруллă та маттур ывăл-хĕрĕ муниципалитет округĕн тулашĕнче те пархатарлă ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илни савăнтарать. Акă, пирĕн ентешĕмĕр, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле, органикăлла мар тата аналитика химийĕн кафедра доценчĕ, 2007 çулта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Анастасия Алексеева "Чăваш Республикинче естествăлла наука облаçĕнчи чи лайăх çамрăк ăсчах" хисеплĕ ята иккĕмĕш хут (2019 çулта - пĕрремĕш хут) тивĕçнĕ. Çак ятпа ăна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă, çамрăк ăсчаха малашнехи ĕçре ăнăçу суннă.
Тăрăн пики Анастасия Юрьевна тăватă хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, унсăр пуçне РФ Президенчĕн, РФ Правительствин стипендиачĕ те пулнă. Çамрăк ăсчах студент чухнех, вĕреннĕ вăхăтрах хими наукисен кандидачĕн ятне хỹтĕленĕ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |