Автоçул çине юр тăкса чăрмав кỹни ырăпа вĕçленмĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2024, 17:42 Просмотров: 246

 КĂÇАЛХИ хĕл нихçанхинчен те юрпа пуян пулчĕ темелле. Вырăн-вырăнпа çил-тăман алхаснă вăхăтра пĕчĕкрех пỹртсен çỹллĕшех кĕрт лартрĕ. Ялсенче кун пек лару-тăру тахçанах пулманччĕ. Аслă çул, тротуар хĕррисенче те, пахчасенче, тăкăрлăксенче те вăл паян тем хулăнăшах выртать. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем картишĕнче чăрмав кỹрекен хĕл "туприне" урамалла, пахчаналла, ирĕкелле илсе тухса та халран кайрĕç-тĕр. Чăнах та, юра ниçта хурса, вырнаçтарса пĕтерме те çук. Анчах та çак сăлтав автомашинăсем çỹрекен çул çине кăларса тăкма никама та ирĕк памасть!

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, автомашинăсем çỹрекен çул çине юр тăкса куçăма чăрмав кỹнĕшĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан РФ Кодексĕн 12.33 статйипе килĕшỹллĕн граждансене 5-10 пин тенкĕ, должноçрисене 25 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене 300 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Хальлĕхе штраф панă тĕслĕх пулман, çапах ялсенче чылайăшне пакунлисен асăрхаттарма тивнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика