Гуманитари пулăшăвĕпе - салтаксем патне

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2024, 17:43 Просмотров: 264

ÇАК КУНСЕНЧЕ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем патне Юрий Тинюков волонтер ертсе пыракан ушкăн - Патăрьелĕнчи А. Румянцевпа А. Иванов, Тăрăнти Д. Егоров, Треньелĕнчи С. Тарасов, Сăкăтри П. Иванов - харăсах виçĕ автомашина гуманитари пулăшăвĕпе çула тухса кайнă. Яланхи пекех çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан тыл хастарĕсем ăшă тумтир, апат-çимĕç, хỹтĕлев сеткисем, çар пурнăçĕнче салтаксене кирлĕ ытти япаласене парса янă. Çар операцинчи салтаксемпе кашни кун çыхăну тытса тăракан, вĕсене пур енĕпе те хавхалантаракан, инçе çула кĕскетсе тăтăшах вĕсене ентешсен кучченеçне çитерекен волонтерсем умĕнче чăннипех те пуç таймалăх пур. Турă пурне те сывлăх патăр, яланах вĕсен телейлĕ çул пултăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика