Турă амăшĕн "Державная" иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹ тăрринчен шыв аннăран чан вырăнĕ шалтан ишĕлме пуçланăччĕ, ăна юсассине Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ырă кăмăллă çынсем хăйсем çине илчĕç. Февралĕн 24-мĕшĕнче вара храмăн пирамидăллă тăррине, куполĕпе хĕресне Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн Преосвященнейшийĕ Феодор епископ сăвапланă хыççăн вырнаçтарнă.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Резеда Хуснетдинова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Шупашкарти "Планета" кондитерски директорĕ Луиза Дроздова хутшăннă.
Савăнăçлă лару-тăрура Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн Преосвященнейшийĕ Феодор епископ Луиза Дроздовăна храма пулăшнăшăн тав туса Архиерей грамотине панă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |