Рака хирĕç - пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2024, 17:48 Просмотров: 282

Раççейре çулленех 600 пин çынра онкологи чирĕ палăрать. Кăтарту шавах çĕнелсе пырать. Ытларах пациентсене ỹпке, кăкăр, çинçе тата тỹрĕ пыршă, простата, ỹт-тир ракĕканăç памасть.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, вăхăтра сывлăха тĕрĕслеттерсе тăрсан, çийĕнчех сиплев илсен çак чирĕн 30-50 процентне пỹлсе лартма пулать.

2019 çултанпа Раççейре "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн "Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси" регион проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать.

2023 çулта пирĕн муниципалитет округĕнче сывлăх сыхлавçисем 170 çынра çак чире тупса палăртнă. Вăл шутра 110 пациентăн 1-2 стадисем пулнă. 35 пациент вилнĕ.

 Вăхăтра диспансеризаци тухни чире маларах палăртма май парать.

Чир ан çулăхтăр тесен пирус туртассине, самăрăлса каяссине, эрех-сăра ĕçессине хирĕçлемелле. Апатра пахча çимĕç ытларах усă курмалла. Хускану нумайрах тума тăрăшмалла. Тĕрлĕ инфекци ересрен асăрханмалла. Таса сывлăшпа сывламалла.

 Кăкăр ракĕнчен асăрханса 40-75 çулхи хĕрарăмсен икĕ çулта пĕр хутчен маммографи тухмалла. Иккĕленчĕк çуралсан УЗИ тата КТ кăлараççĕ. 18-64 çулсенчи хĕрарăмсен амалăха 3 çулта пĕрре тĕрĕслеттермелле. Арçынсен те врач патне çул тытмаллах тата ытти те.

Рак чирне маларах тупса палăртни çынсен пурăнас кун-çулне тата вуншар çула та тăсма пултарать. Сăмсаран е ытти органсенчен час-часах юн каять пулсан, ỹт хушасси чаксан, тур паллисем урăхлансан, кăкăр çинче шыçă палăрсан, пуç ыратсан, ỹт температури ỹссен, куç япăх кура пуçласан, хăлха мăкалсан, туйăм хавшасан, аппетит çухалсан, хăсас килни палăрсан тỹрех тухтăр патне каймалла.

 Маларахри çулсенче (2018) чире иртерех тупса палăртасси 16 процент пулнă пулсан, халĕ 56 процентпа танлашать. Паянхи условисенче ку чухнехи технологисемпе ăна парăнтарма пулатех. Рак вăл вилĕм приговорĕ мар, вăл - чир, ăна сиплеме майсем пур.

Фахим МАЛИК, терапевт

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика