Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче патшалăх тата общество деятельне, пирĕн ентешĕмĕре, Раççей вĕрентỹ академийĕн академикне Лев Куракова халалласа "Чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ" ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, филологи наукисен докторĕ Алена Иванова доцент, филологи наукисен кандидачĕ Лидия Филиппова писатель-журналист хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем Чăваш Ишек ялĕнчи фольклор ушкăнĕ Лев Пантелеймоновичăн юратнă юррине шăрантарнине итлерĕç. Унтан районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ ентешĕмĕр пултарулăхне çутатакан кĕнекесен выставкипе паллашрĕç. Искусство шкулĕн преподавателĕ Мидхат Шакиров тунă ỹкерчĕксене пăхрĕç.
Экономист, патшалăхăн паллă деятелĕ, вĕрентỹ йĕркелỹçи, экономика ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Раççейри вĕрентỹ академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш АССРĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ученăй, Раççей пĕр пысăк университечĕн ректорĕ, наука тата вĕрентỹ ĕçченĕсем хушшинче, Чăваш Республикин обществăпа политика пурнăçĕнче Лев Кураков тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Вăл тăрăшнипе Чăваш Енре тĕрлĕ шайри вĕренỹ заведенийĕсем уçăлнă: республикăра пуçласа мал ĕмĕтлĕ ачасем валли гимнази, ялсемпе хуласенче лицей класĕсем, регионти наукăпа вĕрентỹ центрĕсем, университетăн 4 филиалĕ тата халăхсен Ассамблейи.
Хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Селиванов Лев Пантелемоновичăн тăрăшуллă ĕçĕ Патăрьел муниципалитет округ аталанăвĕшĕн калама çук пысăк пулнине палăртрĕ. "Уйрăмах вăл вĕрентĕве тимлĕх уйăрнине каласшăн. Çăмăл мар вăхăтра Чăваш Ишекĕнче академик вĕрентỹпе наука центрĕ тата Патăрьелĕнче И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филиалне уçни çĕршывăн вĕрентỹ уçлăхĕнчи чăннипех те малашлăхлă, тĕллевлĕ утăмĕ пулчĕ",- терĕ.
Çавăн пекех округ ертỹçи администраци, депутатсем, Лев Кураков юлташĕсем умĕнче Чăваш Ишекĕнчи унчченхи Пĕлỹ çуртне юсаса м узей-çурчĕ е музей-усадьби тăвас пирки пысăк тĕллев пуррине палăртрĕ.
Çакăнтах муниципалитет округĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсен "Чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ" ятпа Лев Куракова халалласа ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕн пĕтĕмлетĕвне турĕç. "Тăван енĕн сỹнми çăлтăрĕ" ятпа хатĕрленĕ ĕçсен конкурсĕ пирки комисси эксперчĕ, истори наукисен кандидачĕ Наталия Андреева паллаштарчĕ.
Конференци çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысларĕç. Хăшĕ-пĕри хăйĕн пултарулăхĕпе çавра сĕтел хушшине хутшăнакансене паллаштарчĕ.
Çакнашкал тĕл пулусем Лев Куракова çитĕнтернĕ Патăрьел çĕрĕнче татах та пуласса, вĕсем йăлана кĕрессе шанчĕç çавра сĕтеле хутшăннисем. Малашне вара регион, ун тулашĕнче йĕркелеме те ĕмĕтленеççĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |