Ĕçлес текен валли ĕç пур

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 16:40 Просмотров: 199

"Демографи" наци проекчĕн "Ĕçе вырнаçтарма пулăшасси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн професси вĕренĕвĕ тата хушма професси вĕренĕвĕ йĕркелессипе çыхăннă мероприятисем Патăрьел муниципалитет округĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

2023 çулта муниципалитетри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 42 заявка йышăннă. Вăл шутра 50 çулхи тата унран аслăрах граждансем 19 заявлени панă. Ятарлă професси илме пулăшакан е аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакансем, хăйсен специальноçĕпе ĕç çуккисем, ачисем шкулта вĕренекен хĕрарăмсем, ĕçсĕр юлас хăрушлăх пур специалистсем, ĕçсĕррисем пирĕн патăрта час-часах пулаççĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшăвĕпе усă кураççĕ.

Иртнĕ çул "Демографи" наци проекчĕн "Ĕçе вырнаçма пулăшасси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн округри 18 çын ятарлă вĕренỹ хыççăн вăй хума вырнаçнă. Вĕсем хушшинче предприниматель тата маркплейст ĕç-хĕлĕн никĕсене алла илнисем, документсемпе тивĕçтерессипе тăрăшакансем, хурал тата социаллă работниксен специалисчĕсем пур.

Марсель САФИЯНОВ, "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивеçтерекен центр" хысна учрежденийĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика