Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлав министерстви "Медицина - манăн туртăм" проектпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул "Тавах, тухтăр!", "Тавах, медсестра!" акци ирттерчĕ. Çак тапхăрта 1629 медицина ĕçченĕ ячĕпе 10266 тав сăмахĕ кĕнĕ.
Вĕсенчен 607 шурă халатлă ĕçчен иккĕмĕш тапхăра куçнă. Халăх сасăлавĕ хыççăн вара 100 лауреат "Халăх хисепĕ" общество наградине тивĕçнине палăртнă.
"Пациентсен тавĕ медицина ĕçченĕсен тăрăшуллă ĕçне вырăна хуни çеç мар, малашлăхра çитĕнỹсем тума хавхалантарни те. Тавах вĕсене хăйсене те çакăншăн",- тесе палăртнă ЧР Правительствин вице-премьерĕ, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов.
100 лауреат йышне Патăрьел муниципалитет округĕнчи Кĕçĕн Патăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Галина Еслюкова, районти тĕп больницăри Марина Плечова невролог-тухтăр, Алсу Салихова участокри терапевт, Вера Семенова пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, Гельшат Хамзина медицина сестри, Алина Цветкова аслă медицина сестри, Ирина Шайкина пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, Муслимя Якушева отделени заведующийĕ, педиатр-тухтăр, Венера Янтыкова невролог-тухтăр кĕнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |