Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ кунран-кун çывхарса пырать. Суйлавçăсен списокĕ хатĕр. 400 ытла çын хутшăнмалла сасăлава. Кăçалтан пирĕн çĕнĕлĕх те пулчĕ. Халиччен Люля поселокĕнче тата Ульяновка ялĕсенче пурăнакансем сасăлава хăйсем патĕнчех хутшăннă. Ку хутĕнче вара Ишлĕри суйлав участокне кĕртнĕ. Çавăнпа пирĕн çине яваплăхĕ тата та тиенет.
Участокри суйлав комиссийĕнче саккăрăн эпир. Пурте чылайранпа ĕçлеççĕ. Кашнийĕшĕ яваплăха туять. Малтанхи 20 çула яхăн эпĕ секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Юлашки икĕ теçетке çула яхăн председатель яваплăхне илсе пыратăп. Пирĕн тăрăхри халăх кăмăллă. Сасăлав кунне ир пуçласа каçчен суйлав участокне утать. Кăçалхинче тата çăмăллăхсем пур. Суйлав виçĕ куна пырать. Инçе çула тухнă çын та çак хушăра вырăна çитсе сасăлава хутшăнма пултарать. Хамăр та алă усса лармастпăр. Хулара вĕренекен, ашшĕ-амăшĕ патĕнче пропискăра тăракан студентсемпе маларахах калаçу ирттеретпĕр. Сасăлава вырăна килеет-и вăл е çук? Çамрăксем тата халĕ дистанциллĕ электрон мелĕпе сасăлава хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Çакă та çăмăллăх кỹрет.
Сасăлавччен ĕçлемелĕх пур-ха пирĕн: суйлавçăсен списокне тепĕр хут тĕрĕслесе тухасшăн. Сасăлава кĕрекенĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ тĕрĕсех-и? Е качча тухса урăх хушаматпа мар -и? Ватлăхĕ суйлав участокне çитме кансĕрлемест-и ăна тата ытти те.
Сасăлав халĕ çутă та хăтлă клубра иртет пирĕн. Территори пайĕн, культура ĕçченĕсемпе стендсем хатĕрлетпĕр. Ытти суйлав вăхăтĕнчи сăн ỹкерчĕксене вырнаçтаратпăр. Киленсе кайса пăхаççĕ вара вĕсене суйлава килекенсем.
Суйлав участокĕнче сасăлав 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пырать. Пирĕн енчи халăх вара кашнийĕнчех 98-99 процент таранах куç-пуç çутипе сасăласа пĕтерет. Çакăншăн хамăр та кăмăллă. Мĕн вĕренмеллине ыттисенчен ăса хывса пыратпăр. Хамăр пĕлнине вĕсене паратпăр. Пурте пĕр ĕçе тăватпăр-çке.
Людмила ВЛАДИМИРОВА, Ишлĕ ял территорийĕнчи участокри суйлав комиссийĕн председателĕ
Ноябрь 2024 |