ТУÇА территори пайĕн администрацийĕ Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка тухăçлă ирттерес, тирпей-илемпе çыхăннă ĕçсене ытларах пурнăçлас тĕллевпе мероприятисен планне пăхса тухнă. Пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри - хальхи вăхăтра хамăр пурăнакан тавралăха, çут çанталăка пысăк сиен кỹрекен пỹрнеске евĕр батарейкăсене пуçтарса пырса кирлĕ çĕре ăсатасси. Паян кашни çемьерех стена çумĕнчи сехечĕ те, телевизор пульчĕ те, ытти япаласем те батарейпа ĕçлеççĕ. Вăхăт çитсен, паллах, пурте юрăхсăра тухаççĕ. Çавăнпа вĕсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахмалла мар! Вăл çĕре те, сывлăша та пысăк сиен кỹрет. Туçа территори пайĕнче пурăнакансемшĕн администраци çуртĕнчех ятарлă кĕтес уçнă, ăна пластик савăта пуçтарса пыраççĕ. Ку таранччен 5-6 савăт ăсатма та ĕлкĕрнĕ. Пархатарлă ĕçе кашни ялта йĕркелесен те аван.
Ноябрь 2024 |