ТОП - çул çитмен ачасемшĕн шеп!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 17:08 Просмотров: 222

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ библиотекăра çул çитмен ачасене тĕрлĕрен тĕл пулу йĕркелемелли, хутшăнса калаçмалли, вăхăта усăллă ирттермелли вырăн - ТОП - Çĕнĕ çултанпах ачасене хăйĕн кĕтесне хапăл тăвать. Центр пĕр кун та пушă тăмасть. Акă, çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Патăрьелĕнчи тĕп больницăри психологпа, Чăваш Республикинчи Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи обществăлла пулăшуçипе Светлана Ибетовăпа, муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин яваплă секретарĕпе Лариса Комиссаровăпа тĕл пулнă. Тренингра аслă класра вĕренекен хĕрсем сывлăх сыхлавĕн сфери, тухтăр ĕçĕ пирки ытларах кăсăкланнă. Вĕсем хушшинче шурă халатлисен профессине килĕштерекенсем те чылайăн пулнă. Общ-во Реализ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика