Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 17:09 Просмотров: 213

Журналист, СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М. Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Василий Гаврилович Кошкин (Кервен) (18.02.1949) 75 çул каялла Упамсара çуралнă.

 В. Кервен - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. "Пионер сасси" (халĕ "Тантăш") хаçатра, "Хатĕр пул" (халĕ "Самант") журналта, Чăваш Писателĕсен союзĕнче литература консультанчĕ, Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ.

1995-2011 çулсенче - Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕн доценчĕ, 2011-2017 çулсенче - "Тăван Атăл" журнал редакторĕ.

Пирĕн ентеш поэт, прозаик, куçаруçă пек паллă. 1982 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки "Туйăм" ятпа пичетленсе тухнă. Ытларах хăйĕн сăввисенче туслăх, юрату, Тăван çĕршыв темисене хускатать. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, Ф.И. Тютчев, С.А. Есенин, О.Э. Мандельштам тата ытти поэтсен сăввисене чăвашла куçарнă.

Тĕп изданийĕсем: "Асамлă алăксем", "Çынсем", "Туйăм", "Хĕври хĕвел", "Асамлă мăлатук", "Аслати чечекĕ", "Ăс парать сас палли" тата ыттисем те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен").

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика