Воин- интернационалист ячĕпе - ăмăрту

Категория: Публикации Опубликовано: 24.02.2024, 18:28 Просмотров: 116

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта корэш енĕпе Афганистанра пуçне хунă, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Минхайдяр Минзагитович Валитова асра тытса тата Афганистан Республикинчен çарсене илсе тухни 35 çул çитнĕ ятпа регионсем хушшинчи турнир иртнĕ.

Ăмăрту йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вăл Шăнкăртам территори пайĕнче 13-мĕш хут иртнĕ. Унта Чăваш Енрен, Тутарстан, Мари Эл Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен 70 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ виçе категорийĕпе кĕрешнĕ.

Турнира уçма муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Марат Айзатуллов, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, воин-афганецсем хутшăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика