Лев Кураков ячĕпе - кĕнеке

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:11 Просмотров: 83

ЧĂВАШ халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, пирĕн ентешĕмĕр, Раççей вĕрентỹ академийĕн академикĕ, тĕрлĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ Лев Пантелеймонович Кураков пирки хăй пурăннă чухне те, çут тĕнчерен уйрăлса кайсан та чылай поэт-писатель, журналист, ахаль çынсем унăн сумлă ĕçне хак парса сахал мар сăвă-калав, ырă аса илỹ хайларĕç. Малашне те çырĕç-ха. Çакна шута илсе Чăваш Еншĕн, Патăрьел муниципалитет округĕн аталанăвĕшĕн пысăк тỹпе хывнă хисеплĕ çыннăмăр пирки çырнă йĕркесене пурне те пĕрле пухса "О славном сыне чувашского народа - Льве Куракове" сăвăсен тата калавсен пуххине çывăх вăхăтра кăларма хатĕрленеççĕ. Вăл чăвашла тата вырăсла пичетленсе тухмалла. Ĕçе йĕркелесе пыма яваплă çынсене те çирĕплетнĕ. Лидия Филиппова, Светлана Кулакова, Марина Иванова - редколлеги членĕсем. Заявкăсене 2024 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript., Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.. Ĕç калăпăшĕ 12-мĕш шрифтпа пуçтарнă сăвă-калав 100 строкаран ытлашши пулмалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика