Алăк урати умĕнче çуркунне, ăна кĕтсе илме хатĕрленмеллех!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:12 Просмотров: 87

УРАМРА хулăн "пуставлă" шурă хĕл кунĕ парăнасшăнах мар пулин те умра - çуркунне. Алăк урати умне çитсе тăнă çурпикене ытти çулсенчи пекех тĕплĕн, шыв-шур инкек кăтартма пултарнине шута илсе хатĕрленмелле. Кăçал, акă, йĕри-тавра нихçанхинчен те ытларах юр выртать. Çавăнпа та вăл тăрук ирĕлсе никама та шар ан кăтарттăр тесен шыв çулĕсене, пăрăхсене тасатмалла, Пăла сарăлса шыв илнипе сиксе тухма пултаракан инкекрен кашни хуçалăха, çемьене, çынна хăрушлăхран сирме, вĕсене пулăшма хатĕр пулмалла. Муниципалитет округĕнче ун пек ялсем пур. Çавăнпа та паян кашни çемьене шыв-шур сарăлнă вăхăтра пăхăнмалли йĕркесем пирки ăнлантарасси, вĕсене малтанхи пулăшу парасси территори пайĕсен, ятарлă службăсен яваплăхĕ çинчех. Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлтарах теççĕ. Çакна пурин те шута илмелле.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика