Республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков хутшăнчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва, Раççей Президенчĕн суйлавĕнчи сасăлав мелĕсене, ялсенче пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа еплерех кĕртнине сỹтсе яврĕç.
Пĕрремĕш тĕл пулу Патăрьелĕнчи тĕп больницăри акт залĕнче иртрĕ. Мероприяти ырă самантран пуçланчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче "Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!" акципе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕнĕ "Медицина - манăн кăмăл" проектпа "Народное признание" обществăлла наградăна тивĕçнĕ тухтăрсемпе медицина сестрисене, ГТО нормативĕсене тултарассинче палăрнисене саламларĕç.
Малалла Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ертỹçи Николай Тинюков Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сывлăх сыхлавĕн сферинчи 2023 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе, халăха тулли медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки, чирлес шайне чакарас, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ.
Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хальхи вăхăтра вырăнти территори пайĕсем пуçарулăх бюджечĕн программипе тухăçлă усă курни ялсене çĕнетме, аталантарма пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
- Ял аталанăвĕ тăван тăрăхшăн хăйĕн тỹпине хывакан кашни çынран килет. Патăрьел муниципалитет округĕ çулсеренех пуçару бюджечĕн программипе чылай ĕç туса пырать. 2017 çултанпа çеç территори пайĕсенче 131 проектпа 185,4 миллион тенкĕлĕх, 2023 çулта вара ялсене хăтлăлатас тĕллевпе 21 проектпа 57,9 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вăл шутра республика бюджетĕнчен 34,3 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кайнă. Ку тĕлĕшпе кăçалхи плансем те пысăк, халăх пуçарулăхĕпе 31 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Çак проект шăпах Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе пулса пырать,- терĕ халăх пуçарулăхĕпе пулса пыракан ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă май Рудольф Васильевич.
Пĕрлехи инфомаци кунне хутшăннисем çавăн пекех Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн коллективĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕнчи сасăлав мелĕсем, сасăлавра кашни гражданин хăйĕн тивĕçне пурнăçласси, çитĕнекен ăрăва пăшăрхантаракан ыйтусем тата ытти тавра та калаçу пуçарчĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |