Çичĕ мăшăр Çемье çулталăкĕнчи паллă кунта çырăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:29 Просмотров: 479

 ЮЛАШКИ çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕнче цифрăсен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăракан кунра çемье çавăракан çамрăксем йышланнă. Акă, 24.02.2024 куна суйласа илнисем çичĕ мăшăр пулнă. Вĕсем Патăрьел, Хирти Пикшик, Сăкăт, Шăнкăртам ялĕсенчен. Раççейри Çемье çулталăкĕнчи çак паллă кунра çĕнĕ çемье çавăрма кăмăл тунă каччăсемпе хĕрсене Мăшăрлану керменĕн специалисчĕ Валентина Петрова саламланă, çамрăксене юрату та тату пурнăç суннă май муниципалитет пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă салам сăмахне те çитернĕ, таса туйăма упрама ырă суннă.

Çак кун çемье çавăракансемшĕн тепĕр пулăмпа та паллă пулса юлнă. Вĕсем пурте нумай пулмасть çеç Мускаври ВДНХран илсе çитернĕ "Раççей чĕри" çемье кăвайчĕн вăй-хăватне илме, унăн çумне сĕртĕнме пултарнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика