ПАЯН урамра çуркуннен пĕрремĕш кунĕ хуçаланать. Хальлĕхе путăксемпе варсенче çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлемест пулин те, çанталăк ăшăтса пынă май малашне хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пурнăçласа пымаллах. Акă, Патăрьелĕнчи патшалăх çурчĕсен тăррисенче хĕл каçа пуçтарăннă хулăн юр хускалман та темелле, хăшпĕр çуртсенче тумла пăрĕсем те çакăнсах тăраççĕ. Çурт-йĕре пăхса тăракан яваплă организацисен ку ыйту çивĕччисенчен пĕри пулмалла. Иртен-çỹренĕн хăйĕн те асăрханмалла. Çурт çумĕнчен утса пымалла мар, автомашинăсене те юр катрамĕ сиен кỹме пултаракан вырăна лартасран асăрханмалла.
Ноябрь 2024 |