Çĕршыв хăвачĕ - сỹнми пĕрлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:34 Просмотров: 513

 Февралĕн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Шучĕпе вăл Владимир Владимировичшăн 19-мĕш пулчĕ.

Унта депутатсемпе сенаторсемсĕр пуçне регионсен пуçлăхĕсем, Правительствăра тăрăшакансем, общество пĕрлешĕвĕсен, МИХсен представителĕсем пуçтарăннă. Кăçал ятарлă çар операцине хутшăнакансене те йыхравланă. Мероприяти икĕ сехет ытла тăсăлчĕ.

Çĕршыв Ертỹçи пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи 6 çула валли палăртнă тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, калаçу çĕршывăн тулаш тата шалти политикин, демографи ыйтăвĕсем, çар, наукăпа техника, промышленность аталанăвĕ, наци проекчĕсем, ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăру тата ытти пирки те пычĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Владимир Путин йăла шайĕнчи темăсенчен пуçласа тĕнче шайĕнчи таранах хускатрĕ.

 Çырупа тĕплĕнрех "Авангард" хаçат сайтĕнче паллашма пулать.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика