Кушак кăмăла çĕклет

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:51 Просмотров: 531

Тĕпчевсем тăрăх, 300 арçынтан 260-шĕ пулас мăшăрĕсем кушак усранине ырласа йышăннă. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕ çăмламас чĕр чуна çепĕçлĕхпе, кăмăллăхпа, илĕртỹлĕхпе, туйăмлăхпа çыхăнтарать. Мăр-мăрсене тытакан пикесем кавалерĕсене юрама пĕлеççĕ, хăйсене кỹрентерме памаççĕ. Сирĕн паллакан арçынсен те хỹреллĕ çăмламас пур пулсан - вăл юрату туйăмĕсен ăсти, яланах кăмăллă.

Медицинăра кушаксем мăрăлтатни çынсен сывлăхĕшĕн те усăллине калаççĕ. Тĕслĕхрен, остеопороз тата ытти шăмă чирĕсем аталанасран чараççĕ-мĕн.

Сиплекен тата кулленхи мăр-мăрсем пур. Этемлĕхе пулăшаканнисем виçĕ тĕслĕ амасем. Хуçин мĕн те пулин ыратсан вăл шăпах çав вырăна пырса ларать. Кунне 15-20 минут ачашлани хытă пăлханнине чакарать, юн пусăмĕн виçине йĕркене кĕртет, чĕре таппин хăвăртлăхне тикĕслет.

Кушак тытакан аслăрах çулхисен ас тăвасси çăмламас чĕр чуна усраманнисенчен 24 процент пысăкрах. Сăмах май, вĕсем хуçисен пуç мимине те хăвăрт ватăлма памаççĕ.

Василий ПЕТРОВ, Тăрăн

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика