"Çăварни эрни çапла, ай, пулать-и? Пар ут кỹлмесĕрех иртет-и?"

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:27 Просмотров: 405

 ĔЛĔКРЕХ, Çăварни эрнинче ялсем кĕрлесе çеç тăнă... Тĕрлĕрен тĕслĕ лентăпа, алшăллипе, чечексемпе, чи пĕлтерĕшли - йĕс шăнкăравпа - капăрлатнă урхамах кỹлнĕ çунасем çинчи чиперккесемпе яшсем, аслă çулхисем хут купăспа юрă-кĕвĕ шăрантарса çуркуннене кĕтсе илсе хĕле ăсатнă, катаччи чупнă, аслă типпе кĕриччен пĕр-пĕрин патне хăнана çỹренĕ. Мартăн 11-17-мĕшĕсенче православи тĕнне ĕненекенсем шăпах Çăварни эрнине паллă тăваççĕ, ун хыççăн аслă типĕпуçланать. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче лаша усракансем сахалланчĕç пулин те, ялсенче çак уяв сĕмне кỹрекен, ырă йăла-йĕркене аса илекен хастарсем тупăнаççех тесе шутлатпăр.

Мăсăльман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн вара мартăн 11-мĕшĕнчен Ураза-байрам пуçланчĕ. Типĕ тапхăрĕ апрелĕн 9-мĕшĕччен пырать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика