Шкулпа ача сачĕ - пĕр çуртра

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:29 Просмотров: 264

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Ишлĕри пуçламăш шкул-ача садне тăвасси мĕнле пынипе паллашнă.

Çурта "Булат" тулли мар яваплă пĕрлешỹ реконструкцилет. Подряд организацийĕ паяна строительство ĕçĕсен 30 процентне пурнăçланă: никĕс янă, стенасене хăпартнă, кивĕ конструкцин пĕр пайне пăснă, плитасем хунă тата ытти те.

Ĕçсене палăртнă графикпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Подряд организацийĕ объекта вăхăтра хута яма палăртать. Строительство ĕçĕсене кăçалхи августăн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.

 Объекта реконструкцилеме федераци, регион тата вырăнти бюджетран 129 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çак нухратпа унчченхи ача садĕнчен пуçламăш шкул-ача сачĕ тăвĕç, спортзал çĕкленĕ. Кунта Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Ульяновка, Люля ачисем вĕренĕç. Çавăн пекех çамрăксем те спортзалта хăйсен сывлăхне тĕреклетме пултарĕç

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика