Патăрьел муниципалитет округĕнче 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Професси тĕлĕшпе чи лайăххисем" конкурса пĕтĕмлетнĕ
"Ỹсен-тăран отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ" - Надежда Кудерге, "Батыревский" улма-çырла питомникĕн ĕçченĕ.
"Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ" - Алевтина Полякова, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн тĕп зоотехникĕ.
"Чи лайăх фермер" - Евгений Мартышкин, фермер хуçалăх ертỹçи.
"Чи лайăх механизатор" - Николай Тихонов, "Исток" çĕр ĕç фирми механизаторĕ.
"Тирпейлекен сферăри чи лайăх ĕçчен" - Илнар Чепеков, Л. Чепекова уйрăм предприниматель патĕнче сыр тăвассипе ĕçлекен технолог.
"Чи лайăх ветеринари ĕçченĕ" - Татьяна Семенова, Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх станцийĕн Аслă Чементи ветеринари участокĕн заведующийĕ.
"Чи лайăх экономист-бухгалтер" - Надежда Сидорова, "Исток" çĕр ĕç фирмин экономист-бухгалтерĕ.
"Чи лайăх предприниматель" - Сергей Козлов, уйрăм предприниматель.
"Чи лайăх обществăлла апатлану ĕçченĕ" - Раиля Узбекова, Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕн поварĕ.
"Чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ" - Гузель Азизова, Алманчăри лавкка заведующийĕ.
"Чи лайăх строитель" - Сергей Ахмеев, тулли мар яваплă "ПМК Батыревская № 9" пĕрлешỹ директорĕ.
"Çул-йĕр хуçалăхĕн чи лайăх ĕçченĕ" - Николай Лепешкин, И. Рубцова уйрăм предприниматель патĕнчи автогрейдер машинисчĕ.
"Чи лайăх вĕрентỹ ĕçченĕ" - Светлана Никитина, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
"Чи лайăх медицина ĕçченĕ" - Рафик Ишмуратов, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн врачĕ.
"Чи лайăх культура ĕçченĕ" - Валентина Маллина, "Çăкăр" историпе этнографи музейĕн директорĕ.
"Социаллă сферăн чи лайăх ĕçченĕ" - Светлана Кошкина, "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" учрежденин муниципалитетри пайĕн специалисчĕ.
"Чи лайăх муниципалитет служащийĕ" - Мария Мадюкова, Çĕньял территори пайĕн начальникĕ.
"Чи лайăх спортсмен" - Николай Соколов, "Паттăр" спорт шкулĕн вĕренекенĕ.
"Чи лайăх староста" - Игорь Вавилов, Упамса ялĕн старости.
"Чи лайăх участковăй" - Александр Чурбанов, шалти ĕçсен пайĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн Первомайски тата Пикшик территори пайĕсен участковăйĕ.
Ноябрь 2024 |