Пушар сăлтавĕ - юсавсăр электрокăмака

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:37 Просмотров: 312

ЮЛАШКИ вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пушар сăлтавĕсенчен пĕри - электрокăмакапа усă курнă е чикарккă туртнă чухне тимлĕ пулманни. Хĕрарăмсен уявĕ умĕн Татмăш ялĕнче ирхине 4 сехетсенче алхасма пуçланă вут-çулăм инкекĕ те пĕччен пурăнакан сусăр арçын тимсĕрлĕхĕнчен ытларах килнĕ. Час-часах вĕсем кунта юлташĕсемпе пуçтарăннă, хăналаннă. Çуртне вара ытларах электрокăмакапа хутса ăшăтнă. Çак каçхине те çаплах тунă. Шанчăклах мар кăмака хĕрсе кайнă хыççăн вут хыпса илнĕ. Пушарта йывăç çурт пĕтĕмпех çунса юрăхсăра тухнă. Сăмах май каласан, маларах Кивĕ Катекре, Патăрьелĕнче синкерлĕхпе вĕçленнĕ пушарсен сăлтавĕсем те пĕччен пурăнакан арçынсем пỹртрех чикарккă мăкăрлантарнă чухне асăрханманнипе çыхăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитет округĕнче 9 пушара шута илнĕ. Вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вут-çулăм алхаснипе çыхăннă 8 инкек пулнă, пĕр çын вилнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика