Ырă тăвакана Турă та пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:37 Просмотров: 295

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕ йĕркелесе пыракан пархатарлă та сăваплă ĕçе çĕршер çын кăмăлтан хутшăнать. Вĕсем кашниех Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартакан салтаксене пулăшас, çĕнтерỹпе таврăнма хавхалантарас тесе тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр ырă кăмăллă çынсем пĕрре çеç мар, темиçе хутчен, яланах ентешсене çар службинче кирлĕ япаласене çитерме тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри Сăкăт чăвашĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Александр Никифоров. Хальхинче те çак хастар йышăну пунктне пысăк гуманитари пулăшăвĕпе çитнĕ. Вăл салтаксем валли çичĕ коробка консерва, Донбасри ачасене тăхăнмалли тумтир, пылак çимĕç тата ытти те илсе килнĕ. "Пĕрле чухне йывăрлăха парăнтарма çăмăл. Эпир салтаксене хавхалантарни çĕнтерĕве çывхартма пулăштăр",- тет ырă чунлă Александр Александрович.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика