Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ял тата пĕчĕк хуласенчи шкулсен "Чăваш Ен - аталанмалли хутлăх" республика форумĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри "Ачалăх навигаторĕ" проекта пурнăçа кĕртнĕ май йĕркеленĕ. Форумăн тĕп тĕллевĕ ялсенче пурăнакан çамрăксене кирлĕ професси суйлама тата тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн çуралнă кĕтесре тĕпленме пулăшасси пулчĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенче аслă классенче вĕренекенсем, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, канашçисем хутшăнчĕç.
Çитĕнекен ăру - пирĕн малашлăх. Вĕсенче - пысăк шанăç. Яш-кĕрĕмпе пуласлăх çинчен калаçмаллах. Мероприятие уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов вырăнта мĕнле кадрсем кирли çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрлех Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевĕсене те палăртрĕ.
"Ачалăх навигаторĕ" проектăн регионти координаторĕ Наталья Иванова çитĕнекен ăрăва ялта кирлĕ професси суйласа илсе республикăра малта пыракан Патăрьел муниципалитет округĕн çĕрĕ çинче унăн экономикине тĕреклетес ĕçе кỹлĕнме май пуррине палăртрĕ.
Дискусси лапамĕнче "Ялтан каймалла е унта юлмалла" тема çĕкленчĕ. Ăна истори наукисен кандидачĕ, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталья Андреева модератор ертсе пычĕ. Калаçăва хутшăннă "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕн çумĕ Данил Илюткин, акционерсен "Батыревский" уçă пĕрлешĕвĕн специалисчĕ Николай Каклимов, "Чăваш Енри халăх фермерĕ" ассоциацин председателĕ, чипс кăларас ĕçе пĕрремĕш йĕркелесе яракан Леонид Кузнецов, Чăваш патшалăх аграри университечĕн доценчĕ Надежда Алтынова, Вăрнар ял хуçалăх техникумĕн директорĕн çумĕ Светлана Казанкова тата Патăрьел ял хуçалăх техникумĕн директорĕ Алексей Логунов, МАДИ университечĕн автомобиль çулĕсемпе транспорт факультечĕн деканĕ Николай Алешев тата ыттисем çамрăксене чылай сĕнỹ пачĕç. Малашлăхлă профессие ăçта алла илме май пулнине, вĕсемпе ĕçе вырнаçма май пуррине палăртрĕç.
Маларах вĕренекенсем Решит Санзяпов, Леонид Кузнецов, Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕсенче пулчĕç. Ял хуçалăх продукчĕсене туса илекен хальхи технологипе паллашрĕç. Ăнăçлă ĕçлесе пыракансен çитĕнĕвĕсемпе савăнчĕç вĕренекенсем, кирлĕ сĕнỹсем илчĕç.
Форум ял çамрăкне хăйне валли пурнăç çулне уçма, професси енчен ỹссе пыма май паракан енсене уççăн кăтартрĕ. Тăван енре аталанма та, ăнăçлă карьера тума та пулатех.
Малашлăх çинчен халех калаçмалла. Çумра алă тăсса паракан аслă юлташсем пурришĕн хĕпĕртемелле.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |