Мускавра та туй кĕрлеттерме пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:01 Просмотров: 315

АСЛĂ Мăнкун иртнĕ хыççăн тепĕр эрнинче, 2024 çулхи майăн 12-мĕшĕнче, çĕршывăн тĕп хулинче йĕркеленĕ курав-форумра çемье çавăрма шутланă 100 çамрăк мăшăр хăйсен туйне наци тумĕсемпе пĕрле пуçтарăнса кĕрлеттерме май пур. Унта тĕрлĕ регионтан каччăсемпе хĕрсем хăйсен çывăх çыннисемпе асра юлакан паллă куна йĕркелеме пултараççĕ. Вĕсене пурне те пĕр площадкăрах çемье çавăрнă ятпа чыслăн саламлаççĕ. Пархатарлă шухăша ырлакансен, ВДНХри "Красная горка" тỹремре çырăнас текенсен Патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă Мускаври мăшăрлану керменне заявлени çеç памалла. Кăсăклантаракан ыйтусене (88352) 56-51-18 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсем те Раççейри Çемье çулталăкĕнче анатри чăвашсен туй йăли-мешехипе çĕршывăн кашни кĕтесĕнчен пуçтарăннă çынсене тĕлĕнтерме пултараççĕ.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика