Çамрăксенче - пирĕн малашлăх тата шанчăк

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:08 Просмотров: 208

2023 çулхи апрель уйăхĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçин штатне уçрĕç. Çак ĕçре Юлия Селиванова вăй хурать. Вăл хаçат вулакансене канашçăн ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарма кăмăл турĕ.

- Манăн тивĕç - округ пуçлăхĕпе çамрăксем хушшинче хăйне майлă çыхăну йĕркелесси. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, яш-кĕрĕмĕн хăйĕн тавракурăмĕ, калаçăвĕ, пурнăçĕ. Хĕрсемпе, каччăсемпе йĕркелекен тĕл пулусенче вĕсене час-часах муниципалитет ертỹçи кăларнă хушусене, вĕсем мĕнпе çыхăннисене тĕплĕн ăнлантарма тивет. Çавăн пекех округ пуçлăхĕ патне çамрăксен шухăш-кăмăлне çитерме тăрăшатăп. Муниципалитетра çамрăксене шанни, вĕсен шухăшĕсене тĕпе хуни мана савăнтарать.

Эпĕ ытларах 18-35 çулсенчи яш-кĕрĕмпе çыхăну тытатăп. Пĕччен кăна пур ĕçе те пурнăçлаймастăп, çавна май округри "Пирвайхисен юхăмĕ" ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх юхăмĕн вырăнти уйрăмĕпе, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи "Çамрăксен парламенчĕпе", "Раççейри ял çамрăкĕсен канашĕпе", "Çамрăксен суйлав комиссийĕпе" тата Добро.ru сайтра регистрациленнĕ 2000е яхăн волонтерпа çыхăну тытатăп. Вĕсемпе кашни кварталта тĕл пулусем ирттерме, хĕрсемпе каччăсене патшалăх паракан пулăшусем пирки каласа пама тăрăшатăп. Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене тупса палăртасси, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама майсем туса парасси те манăн тивĕçех. Пĕрлехи вăйпа проектсем çыратпăр, малашлăх тĕллевĕсене лартатпăр.

 - Юлия Анатольевна, сире час-часах муниципалитетри тата республика шайĕнчи мероприятисенче курма пулать.

 - Çамрăксемпе ĕçлекен канашçă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн çамрăксен политикин управленине те пăхăнса тăрать, çавăнпа та хамăр патăртисемсĕр пуçне республикăра иртекен конкурссене, ăмăртусене, слетсене те çамрăксемпе хутшăнма тăрăшатпăр. Онлайн мелĕпе йĕркелекеннисенчен те айккине юлмастпăр. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕн яшĕсемпе хĕрĕсене хастарлăхшăн республика шайĕнче те мухтарĕç.

Çамрăксем чăннипех та маттур та харсăр тесе калас килет манăн. Çут çанталăка упрассишĕн те тăрăшаççĕ. Çуркунне, кĕркунне йывăçсем лартаççĕ, "Раççей шывĕ" акцие хутшăнса юхан шывсен, кỹлĕсен çыранĕсене тасатаççĕ.

- Çамрăксене тăрăшулăхшăн хавхалантаракан мелсем пирки каласа хă-варар-ха?

- Вĕренỹре, ĕçре палăрнă республикăри 1000 çамрăк Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илет. Кăçал пирĕн округри 17 хĕрпе каччă ăна тивĕçнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн хавхалантарăвĕ те пур. Çавăн пекек çулленех муниципалитетра "Чи лайăх çамрăк специалист" конкурс йĕркелетпĕр.

- Хальхи вăхăтра çамрăксене валли пĕр çĕре пухăнмалли, канашламалли вырăн пур-и?

 -Кзыл Чишмара "Сэлэт-Батыр" çамрăксен центрĕ пур, унта тематика каçĕсем, форумсем иртеççĕ, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те килеççĕ. Яш-кĕрĕм пухăнмалли вырăн Патăрьелĕнче пулсан аванрах, ку ыйтупа ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра çул çитмен ачасем валли тĕл пулусем йĕркелеме, пухăнса калаçма, проектсем çырма, вăхăта усăллă ирттермелли вырăн - ТОП (территория общения подростков) - ĕçлет. Искусство шкулĕнче те çакăн пек пỹлĕм çывăх вăхăтра уçма палăртнă.

- Юлия Анатольевна, сире паян мĕн пăшăрхантарать?

 - Ĕçлекенсем хушшинче çамрăксем сахалли тỹрех сисĕнет. Ку ыйтупа, çитĕнекен ăрăва ялта хăварассипе ытларах пирĕн тимлемелле. Тепĕр чухне республика шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма вăхăт çитсен яшсемпе хĕрсене вĕсем вăй хуракан вырăнтан ярасшăн мар. Тухса çỹрени, ăмăртусене, слетсене хутшăнни тавракурăма та аталантарма, малалла тата тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват парать. Çакна шута илсен питĕ аванччĕ

. Ольга ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика