Паттăр салтак ячĕпе парта уçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:09 Просмотров: 276

Çак кунсенче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Петр Юрьевич Адикина асра тытса Паттăр парттине уçнă

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, паттăр салтакăн ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăннă.

Паттăр ячĕпе уçнă парта хушшине чăн малтан вĕренỹре, спортра, творчество пултарулăхĕнче палăрнă, общество пурнăçне хастар хутшăнакан ачасем лараççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта çак чыса 11 класри вĕренỹ отличникĕ, творчество конкурсĕсен призерĕ Кирилл Груздев тивĕçнĕ.

Асăнăва хутшăннисем Тăван çĕршывшăн пуç хунă салтаксен канлĕхĕшĕн пĕр самант шăп тăнă, вĕсен ячĕ ĕмĕр асра пулнине каланă.

Петр Адикин 1994 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă, 2011 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ чухнех вăл спортпа туслашнă, йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин призерĕ (тренерĕ-А. Давыдов) пулнă. Петр Юрьевичăн пурнăçĕ 2022 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче çар заданине пурнăçланă чухне татăлнă.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика