Çуркунне мĕн пур çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлет: кайăк-кĕшĕк сасси чуна уçать, йывăç-курăк ешерет, сар хĕвел пурне те урамалла кăчăк туртать, уй-хир ĕç шавĕпе тулать тата ытти те. Çав вăхăтрах чир çуркунне тата ытларах вăйланать тенĕ евĕр, телефон мошенникĕсем те çак тапхăрта ытларах чĕрĕлеççĕ, хастарланаççĕ, çынсене чике тăршшĕ лартма тăрăшаççĕ-мĕн. Çакна муниципалитет округĕнчи йĕрке хуралçисем те çирĕплетеççĕ.
Çавăнпа та ултавçăсен серепине çакланас мар тесен сире банк сотрудникĕ е социаллă служба ĕçченĕ тесе шăнкăравлаканпа калаçăва малалла ан тăсăр. Тĕрлĕ тỹлевсем пирки е укçа выляса илни, çывăх çын инкеке лекни çинчен пĕлтерсен те хыпăнса ỹкмелле мар. Пĕлĕшỹ интернет тетелĕнче кивçен укçа ыйтсан та лару-тăрăва шăнкăравласа пĕлмесĕр нимĕнле укçа та ан куçарăр. Унăн страницине мошенниксем çĕмĕрме пултарнă.
Енчен те сирĕн пата банкран шăнкăравласа хăвăр пирки тата банк картти çинчен ыйтаççĕ пулсан - тимлĕ пулăр, ултавçă серепине ан çакланăр! Усал шухăшлă çынсем ятарлă технологисемпе усă курса сирĕн телефон çине банкăн официаллă номерĕпе те шăнкăравлама, сире ятран чĕнсе банк картти е счечĕ пирки вăрттăн информацие ыйтса пĕлме пултарççĕ.
Тĕслĕхрен, шанчăклă мар операцисене чарса лартма кирлĕ тесе пĕлтереççĕ. Ун пек чухне трубкăна хурăр, çыхăнăва тỹрер татăр. Телефон мошенникĕсем çынсене шанăçа кĕрес тĕллевпе темĕнле меслет те шыраса тупаççĕ. Çавăнпа та пĕлмен, палламан номерпе шăнкăравлакансемпе ан калаçăр. Шел пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ултавçăсенчен чике тăршшĕ ларса юлнисем пулсах тăраççĕ.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи икĕ уйăхра çеç ултă çын телефон мошенникĕсен мăшкăлĕ пулнă, 2 миллион тенкĕ ытла укçа çухатнă. Вĕсенчен икĕ ĕçĕпе следстви комитечĕ тимлет. Шар курнисем пурте ахаль çынсемех. Ниçта та ĕçлемен 58 çулхи арçын вара ултавçăсен шанăçне кĕрсе 1 миллион та 600 пин тенкĕ (!) кредит укçа илсе палламан çынна куçарса панă... Хăйсен тимсĕрлĕхĕпе 500, 160, 100, 12 пин тенкине çухатнисем те пур.
Хальхи вăхăтра çынсем Интернет уçлăхĕпе питĕ анлă, тухăçлă усă кураççĕ. Вăл шутра социаллă сетьпе, телефонпа хăйсен пайтишĕн ĕçлесе илекенсем, çынсене шар кăтартакансем те нумай. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе кашни çын хăйшĕн яваплă, шанчăклă пулни, улталанманни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |