Чăваш писателĕ, СССР Писателĕсен канашĕн членĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Алексей Филиппович Талвир (Башкиров) 115 çул каялла (21.03.1909-09.09.1979) Патăрьел ялĕнче çуралнă.
Алексей Талвир М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн литература факультечĕн 3 курсне пĕтернĕ. СССР халăхĕсен Тĕп издательствин литература сотрудникĕ (1928-1929), "Коммунар" хаçат редакцин литература пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1937-1939 çулсенче "Гудок" хаçатăн корреспондентĕнче, 1940-1941 çулсенче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕнче вăй хунă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл "Комсомольская правда" хаçатăн корреспонденчĕ, Чăваш Ен Писателĕсен канашĕн консультантĕнче тăрăшнă. 1954-1958 çулсенче Чăваш АССР Писателĕсен канашне, 1960-1968 çулсенче Тутар АССРĕн Писательсен канашĕн чăваш секцине ертсе пынă, "Хусан" альманаха редакциленĕ. 1953 çултанпа писатель ĕçĕпе професси шайĕнче ĕçленĕ.
Алексей Филипповичăн 1929 çулта Мускавра "Хĕллехи сивĕре" пĕрремĕш калавĕ кĕнекепе пичетленсе тухнă. Чăваш Енре унăн вырăсла кун çути курнă "Люди из Батыр-яла" повеçĕ малтанхи çитĕнỹсем илсе килнĕ. Паллă произведенийĕсен шутне "Пăва çулĕ çинче" повесть тата "Никĕс" роман кĕрет. Тĕп изданийĕсем: "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн", "Йĕлтĕр йĕрĕ", "Суйласа илнисем", "Харсăр çынсем", "Вутлан зажигает огни", "Живая ветка" тата ыттисем те.
Алексей Талвира Хĕрлĕ Çăлтăр, "Халăхсен туслăхĕ" орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Унăн ячĕпе Шупашкарти пĕр урам хисепленсе тăрать. Вăл пурăннă çурт çине (Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 24-мĕш çурт) мемориал хăмине вырнаçтарнă, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" халăх музейĕн территоринче 2010 çулта писателĕн бюстне уçнă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |