Иккĕмĕш класри Самир Черноносов салтаксене пулăшу кỹнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:52 Просмотров: 240

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк пограничниксен класĕ, волонтерсем, педагогика коллективĕ тăтăшах Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне кучченеçсем, саламлă çырусем, хỹтĕлев сеткисем, çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти япаласем те çитереççĕ.

Çак кунсенче çеç иккĕмĕш класра вĕренекен Самир Черноносов вара хăйĕн çуралнă кунĕнче, ытти уявсенче пуçтарăннă укçипе çĕршыв хỹтĕлевçисем патне çитерме тимĕр касмалли болгарка валли пысăк тата пĕчĕк çаврашкасене вуншар штук, сварка тумалли икĕ перчетке тата виçĕ мăшăр хуçалăх перчетки туянса Патăрьелĕнчи аслă волонтерсене - "Батыревский доброволец" ушкăнне - кайса панă. Сакăр çулти арçын ачан пысăк чунĕ, ыр кăмăллăхĕ пурне те тĕлĕнтернĕ! Сăмах май каласан, унăн ашшĕпе амăшĕ - Ландышпа Руслан Черноносовсем те час-часах çар операцийĕнчи салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парса янă çĕре хутшăнаççĕ. Çамрăк мăшăр хăйсен икĕ ывăлĕшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика