Çанталăк çур енне кайнă май пахча çимĕç калчисене ỹстересси, вăрлăх хатĕрлесси çинчен шутлама тытăнтăмăр. Анчах акакан вăрлăх яланах шăтать-ши?
Йĕркеллĕ калча ỹстерес, тухăçлă пахча çимĕç туса илес тесен вăрлăха тĕрлĕ бактерирен, кăмпа вирус чирĕсенчен тасатмалла. Çавна май вĕсене акас умĕн 15-20 минут кĕрен тĕслĕ марганцовка шывĕнче тытмалла, унтан таса шывпа чỹхемелле, кушăхтармалла. Килте хатĕрленĕ кабачок, кавăн, хăяр вăррисем тепĕр чухне япăх шăтаççĕ. Çакă асăннă культурăсем çу каçипе çителĕклĕ чухлĕ ăшă илсе çитерейменнинчен е çимĕçсем çителĕклĕ пиçейменнинчен килет. Халăхра çак культурăсен икĕ, виçĕ çулхи вăррисем шанчăклăрах, вĕсем лайăхрах шăтаççĕ тенине сахал мар илтме пулать. Çакă тĕрĕсех. Нумай выртнă вăрăсем харăс шăтаççĕ, вĕсен ама чечекĕ те нумайрах, çимĕç тухăçĕ те пысăкрах пулать.
Енчен те сирĕн çĕнĕ вăрлăх кăна пулсан пулса çитмешкĕн 30-35 градус ăшă вырăнта (батарея çинче, сăмахран) хаçат çине сарса хурса 5-6 сехет тытмалла. Вĕри ытти вырăнта вăрă пиçсе кайма пултарать, япăх шăтать. Çавăнпа температура çỹлерех асăннă чухлĕ пулмаллине асра тытмалла.
Ноябрь 2024 |