Сăвăрсем пĕр эрне каяллах вăраннă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2024, 19:37 Просмотров: 200

 СĂВĂРСЕМ хĕл ыйхинчен вăранса шăтăксенчен тухни чăнласах та çуркунне çитнине систерет. Кăçал Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Сăрçи" заповедникĕнче сăвăрсем пĕр эрне каяллах, мартăн 18-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут шăтăкĕсенчен пуçне кăтартнă. Вăтаелпе Тутар Тимеш ялĕсем хушшинче вырнаçнă сăрт çамки çывăхĕнчи çĕр айĕнче пурăнакан чĕрчунсем вăраннă-вăранманах курăк шырама тытăнаççĕ. Хальхинче те çаплах пулнă. Унсăр пуçне хĕл ыйхинче пулнă чухне организмран çухатнă шывне саплаштарас тĕлĕшпе юр та çиеççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, сăвăрсем вăтамран мартăн 30-мĕшĕччен пурте шăтăкĕсенчен тухса пĕтеççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика