Нумай пулмасть çеç Патăрьел мунициалитет округĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Сумлă мероприятире 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе кашни отрасльпех "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" хисеплĕ ята тивĕçнисене те чысларĕç. "Патăрьел муниципалитет округĕн чи лайăх старости - 2023" хисеплĕ ята Турхан территори пайĕнчи Упамса ялĕнчи Игорь Вавилов тивĕçрĕ.
Хальхи вăхăтра общество пурнăçĕнче власть органĕпе халăх интересĕсене тỹрреммĕн çыхăнтарса тăракансем - старостăсем. Вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашни ялтах пур. Обществăлла ĕçе пурнăçласа пыракан хастарсем ытларах тăван тăрăха чун-чĕререн юратакансем, унăн аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн хыпăнса ĕçлекен çынсем. Игорь Петрович та çавăн пеккисенчен пĕри. Сăмах май каласан, Упамсари Вавиловсене территори пайĕнче çеç мар, муниципалитет округĕнче те чылайăшĕ пĕлеççĕ. Вĕсем тăван Упамса ялĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн общество пурнăçне тĕп вырăна хурса, чунне парса ĕçлеççĕ.
Игорь Вавилов вунă çул ытла ĕнтĕ халăх шанăçне тỹрре кăларса староста тивĕçне пурнăçласа пырать. Маларах вара вăл икĕ созыв Турхан ял тăрăхĕн депутачĕ пулчĕ. Ас тăватăп-ха, шăпах çавăн чухне арăмĕпе упăшки пĕр "лав" умне иккĕн кỹлĕнчĕç: пĕри - депутат, тепри - староста. Староста полномочийĕ вĕсемшĕн çемье династийĕ пекех пулса тăчĕ. Мăшăр хăйĕн интересне общество пурнăçĕпе çыхăнтарни Вавиловсене пĕрре те чăрмантармарĕ, эртелпе, ял-йышпа çывăхланма çеç пулăшрĕ.
Хальхи вăхăтра вара Игорь Петрович Упамсасемшĕн староста çеç те мар-тăр. Пĕрисемшĕн вăл çывăх çын, теприсемшĕн шанчăклă юлташ, ытарайми тăван, ырă кăмăллă та ĕçчен, пултаруллă та тарават ентеш. Вăл ертсе пынипех тăван ялта пурăнакансем юлашки çулсенче хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, паянхи куна çур яла лайăх çулпа çыхăнтарнă. Вĕсене кĕрсе-тухма та кăмăллă. Пушар хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе кỹлĕсем те чавнă, пуррисене тасатнă, кĕперсене çĕнетнĕ, йывăçсем лартнă тата ытти те. Çаксем пурте ял старости халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕрен пулса пыраççĕ.
- Ял-йышшăн тăрăшасси - манăн чун туртăмĕ, пурнăç пĕлтерĕшĕ. Муниципалитет округĕн шайĕнче "Чи лайăх староста" ята тивĕçни манăн тивлетĕм çеç мар, çакă вăл Упамсасен пĕрлĕхне, ăнланулăхне, çирĕплетсе паракан хисеп тесе шутлатăп. Пĕччен сурнипе çеç кỹлĕ пулаймĕ...
Кăçал, акă, пуçару бюджечĕн программипе Восточная урама тирпейлеме, çак касса хăтлăх кỹме шутлатпăр. Ĕмĕтĕмĕрсем татах та пур. Гагарин урамне çул сарассине те халăх пуçарăвĕн меслечĕпех йĕркене кĕртесшĕн. Сметине тунă, вăл 1 миллион та 300 пин тенке ларать. Шанас килет, çак пуçарăва та халăх кар тăнипе вĕçне çитерĕпĕр. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра ял çыннине чăн малтан пăшăрхантараканни - çул ыйтăвĕ. Вăл пирĕн кăмăла та уçать, хамăр пурăнакан урама хăтлăх та кỹрет.
Упамсара паянхи кун ял клубĕсĕр пуçне нимĕнле учреждени-организаци те çук. "Культура вучахĕ" те кивелнĕ. Çывăх çулсенче çак ыйту та татăлĕ тесе шанатпăр,- паллаштарчĕ кĕскен тăван ял аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан Игорь Вавилов.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |