Çамрăксем хăйсен тăрăшулăхне вĕренỹре çеç кăтартмаççĕ. Ăсталăхне те аталантарса пыраççĕ. Çавăн пекех хăйсен пуласлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ, общество аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывма тăрăшаççĕ.
Çак пултарулăхĕсем пуртан Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Мериям Валитовăпа Адиля Вахитова Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулма тивĕçрĕç. Мериям 11 класра вĕренет. Вĕренỹ отличникĕ вăл. Çулленех тутар чĕлхипе тата литературипе муниципалитет, регион, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче, "Манăн чĕлхе - манăн мăнаçлăх" наукăпа практика конференцийĕсенче çĕнтерỹçĕ пулать.
Адиля вуннăмĕш класра вĕренет. Вăл ăсталăх конкурсĕсенче малта.
Пирĕн вĕренекенсем республикăри мал ĕмĕтлĕ 1000 çамрăк йышне кĕни савăнтарать. Стипендийĕ пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу та кỹрет. Çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхĕн хаклавĕ те шутланать. Çакă çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарать те.
Лейсан ХИСАМУТДИНОВА
Ноябрь 2024 |