Кĕнекепе туслаштарать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2024, 19:51 Просмотров: 126

Тутар Сăкăтĕнчи ял библиотеки вăтам шкултан аякка вырнаçманран уроксем хыççăн ачасем кулленех унта кĕрсе тухма тăрăшаççĕ. Кам çĕнĕ хаçат-журналпа паллашать, кам килте вулама кĕнеке илет, кам кунта йĕркелекен черетлĕ мероприятие хутшăнать тата ытти те. Ку хутĕнче ачасем юмахсене тишкерчĕç. Вĕсенче ăша хывмалли нумай пулчĕ. Пурнăçра ăс та, чеелĕх те кирлĕ. Аслисене хисеплеме те вĕрентеççĕ вĕсем. Çут çанталăк пуянлăхне упрама хăнăхтараççĕ. Вĕçен кайăксене апатлантарма явăçтараççĕ тата ытти те.

Румие Хакимова 11 çул ĕçлет вулавăшра. Хусан аслă шкулĕнче тутар чĕлхипе тата литературине вĕрентекен профессине алла илнĕскер, ачасене интереслентерме пĕлет. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшать. Кĕнекесене ушкăнпа саспа вулаттарассине мала хурать. "Ачалăхра çапла вăл - юмахсем чĕрĕлеççĕ", "Пĕлсен - хуравла, пĕлмесен - вула", "Çĕршыв тăрăх - çул çỹреве" викторинăсем ирттерет. Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пушшех те вĕсем патне тимлĕх ытларах уйăрчĕ.

Мероприятисен планĕнче аслисем валли ирттерме палăртнисем те сахал мар. Вĕсемпе "Пурăнас кун-çула вăрăмлатар-и?", "Тутлă апат пĕçерер-и?", "Сиплĕ эмел курăкĕсем", "Финанс пĕлỹлĕхĕ" тата ытти темăсемпе калаçусем йĕркелет.

 Вулавăшра "Ачалăх - вăл телей", "Юмахсен тĕнчинче", "Çĕнни тата интересли - хаçат-журналта", "Мухтанатăп санпа - тăван ен", "Тăван çĕршывăм - Раççей" тата ытти стендсемпе кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ.

Календарьти кашни паллă кунах палăртма тăрăшаççĕ кунта. Аннесене, сывлăхран хавшаккисене, аслă çулхисене, Тăван çĕршыва хỹтĕленĕскерсене çавра сĕтел хушшине чĕнеççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканскер те пулчĕ унта.

Вулавçăсем ял библиотекинчен писменни савăнтарать. 600 çыннăн формулярĕпур. Гузель Аитован, Зульфия Айзатуллован, Хасиат Валиулловăн, Зейфулла Азизовăн вуламан кĕнеки те юлман-тăр. Дания Хакимова, Шемшинур Шарафутдинова патне вара килĕсене çỹрет Румия Миназымовна.

Ачасенчен Азалия Валиуллова, Рания Сабитова, Сюмбель Махмутова, Мария Спасова тата ыттисем те хастар.

Вулавăш çурчĕ çĕнĕ, пысăк та илĕртỹллĕ. Компьютерсемпе те усă курма пулать. Кĕнеке тĕнчине путма май пурах кунта. Пичет продукцийĕ тутар тата вырăс чĕлхисемпе çеç килмест. Акă Валентина Тараватăн "Ỹссе çитĕн хăвăртрах" ("Поскорее подрастай"), Наталья Васильеван "Çĕнĕ çул юмахĕ" ("Новогодняя сказка"), Лев Кадкинăн "Çунатлă çунашка" ("Детство на гору спешит") тата ытти кĕнекесене икшер чĕлхепе пичетленĕ.

- Хамăрăн ачасем çитĕннĕ чухне шкулта чăваш чĕлхине те вĕрентетчĕç. Мĕн чухлĕ ытларах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Пĕлни вырăнлах. Интересленсех паллашаççĕ ачасем çак кĕнекесемпе те.

100 тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр, тенĕ. Вĕсенчен пĕри кĕнеке пулсан аванах. Çакна ачасем те пĕлеççĕ. Вырăна хума тăрăшаççĕ,- тет вулавăш ертỹçи.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика