Пирӗн сумлӑ ентешĕмĕр, СССР лётчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи сентябрĕн 5-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитет. Унăн ятне республикăра пурăнакан кашни çын пĕлет.
Мухтавлă çыннăмăра халалласа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ юбилей мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта конкурссем, тематикăлла лекцисем, куравсем, интерактивлă программăсем, наукăпа практика конференцийӗсем тата спектакльсем кӗнӗ.
СССР летчик-космонавчӗн Андриян Николаевăн Шуршăлти мемориаллă комплексӗ ачасен пултарулăх ӗçӗсен «Асамлă космос» республика шайӗнчи конкурс йĕркелет. Çавăн пекех «Чăваш Енӗн çăлтăрлă Кăйкăрӗ» тата «Андриян Николаев — Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ» куравсем, «Чăваш çӗрӗн мухтавлă ывăлӗ» митинг, «Восток-3» ачасен активлă радиостанцин уйăхлăхӗ иртĕ. Сентябрь уйăхӗнче А. Г. Николаев ячӗпе Çӗнӗ Шупашкартан Шуршăла велосипедпа чупассине те плана кӗртнӗ.
Шупашкарти ӳнер училищи те хăйӗн тӳпине хывать: Пӗтӗм Раççейри «В объективе» ӳнер фотографийӗн конкурсне йӗркелет. ЧР Наци библиотекинче космос пӗлӗвӗн эрнисем тата «Чувашия космическая» наукăпа практика конференцийĕ халăха пуçтарĕç.Тата нумай мероприяти иртӗ Андриян Григорьевича халалласа. ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министерстви çеç мар, ытти ведомствăсем те пӗрремӗш чăваш космонавчӗн 95 çулхи юбилейне анлăн паллă тăвӗç.
Пĕлме
Андриян Николаев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта çуралнă. 1962 çулхи августăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» караппа хăйĕн пирвайхи космос вĕçевĕнче пулнă. Вĕçев 3 талăк та 22 сехет те 22 минута тăсăлнă. 1970 çулхи июнĕн 1-19-мĕшĕсенче «Союз-9» карап командирĕ пулса В. Севастьяновпа пĕрле иккĕмĕш хут космосра вĕçнĕ. Вĕçев 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 çеккунт тăсăлнă. Космосра 2 хут пулса пĕтĕмпе 21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 çеккунт вĕçнĕ.
1963 çулта тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм космонавта Валентина Владимировна Терешковăна качча илнĕ. 1974 çулта А.Г. Николаева Космонавтсене хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне уйăрса лартнă, отставкăна кайичченех вăл çак должноçра тăрăшнă. РСФСР Аслă Канашĕн депутатне икĕ хут суйланнă. 1990 çултан тытăнса 1993 çулччен РСФСР халăх депутачĕ пулнă.
СССР летчик-космонавчĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн Андриян Григорьевич Николаевăн чĕри 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче тапма чарăннă.
Александр Иванов
Ноябрь 2024 |