"Хура йăмăксем" те вĕçсе килчĕç...

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 19:50 Просмотров: 100

Эсир шăчă тăррине пỹрт лартнă-и? ЧЫЛАЙ чухне шкул ачисем çуркуннехи каникулта каннă тапхăрта ăшă енчен шăнкăрчсем вĕçсе килеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. "Хура йăмăксем" инçе çултан пирĕн тăрăха çитсе хăйсен йăвисене шыраса та тупрĕç, юррипе савăнтарма та пуçларĕç. Çакăн хыççăн çурхи кун тата ытларах илемленчĕ. Пĕчĕк туссем кашни çынрах ырă туйăм вăратаççĕ, савăк кăмăл парнелеççĕ... Çапах та эпир хăнасене кĕтсе илме хатĕрленнĕ-и-ха? Шăчă тăррине е ытти меллĕ вырăна вĕсем валли йăвасем вырнаçтарнă-и? Хисеплĕ ачасем, пирĕн пата хапăл тунă кайăксем пĕри те хỹтлĕхсĕр ан юлччăр тесен паянах аслисемпе пĕрле сăваплă ĕçе пуçăнăр. Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕн усă курмалли çулталăкра кайăксемшĕн тăрăшни сирĕншĕн те пархатарлă пулĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика