Больницăна тухтăр патне кайма е ачана пĕрремĕш класа яма, налук органне документсем тăратма тата ыттине те паян эпир дистанци е онлайн мелĕпе патшалăх тивĕçтерĕвĕ (госуслуги) урлă пурнăçлатпăр. Çакă вăхăта та перекетлеме, ĕçе килтенех пурнăçлама май парать, черет те тăмалла мар. Сăмах май, 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕпе патшалăх тивĕçтерĕвĕнче республикăри 922 пин ытла çын регистрациленнĕ, унтан 62 проценчĕ (14 çултан тата аслăраххисем - 573,5 пин) порталпа туллин усă кураççĕ. Паяна Чăваш Енре пурăнакансем валли электронлă мелĕн 110 тивĕçтерĕвĕ, вĕсенчен 88-шĕ массăллă социаллă пĕлтерĕшлĕ, пур.
Шухăшласан, 6-7 çул каялла та эпир ку çăмăллăхсенчен пĕрин пирки те пĕлмен. 2019 çулта çĕршыври "Цифра экономики" наци проекчĕ ĕçлесе кайрĕ, унпа килĕшỹлĕн регионта "Информаци инфратытăмĕ", "Информаци хăрушсăрлăхĕ", "Патшалăхăн цифрăллă управленийĕ", "Цифра экономики валли кадрсем" проектсем хатĕрлерĕç. Шăпах вĕсем çынсен пурнăçне çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç.
Наци проекчĕ пулăшнипе цифрăллă танмарлăха пĕтерессишĕн те нумай ĕç пурнăçланине палăртма кăмăллă. Пĕрремĕш тапхăрпа 250-ран пуçласа 500 çын таран пурăнакан вырăнсене хальхи çыхăнупа тивĕçтерчĕç. 2021 çулта иккĕмĕш тапхăр вăй илчĕ. 100-тен пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсенче LTE стандартлă пысăк хăвăртлăхлă мобиллĕ çыхăну ĕçлесе кайрĕ. Паяна 50 база станцийĕ вырнаçтарнă: 2021 çулта - 5, 2022 - 9, 2023 - 36. Кăçал тата иккĕ хута каймалла.
2018 çул вĕçĕнче республикипех цифрăллă радиотелевещанипе усă курма пуçларĕç. Проекта реализациленĕ май çыхăнăвăн 42 объектне тунă тата çĕнетнĕ.
Федерацин тĕллевлĕ программи чи малтанах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татма май парать - Раççейре пурăнакансем федерацин 20 каналне тỹлевсĕр, "цифрăллă" пысăк пахалăхпа курма пултараççĕ.
Чăваш Республикинче ертсе пыракан ИТ-компанисем информаци технологине аталантарассипе "Чăваш Республикинчи ИТ-кластер" ассоциацине пĕрлешнĕ. Çавăн пекех регионта "Цифрăллă экономика" наци проекчĕпе çамрăк кадрсем хатĕрлессине те тимлĕх уйăраççĕ. "УПК21 - Учебно-производственные классы" профориентаци проекчĕ пур. Шăпах вăл шкул саккинченех "пĕрремĕш" професси илме май парать. Вĕсенчен пĕри - информаци технологийĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 14 ИТ-класс ĕçлет. Вĕсем ИТ-компанисемпе тачă çыхăну тытаççĕ.
2023 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Кейсистемс" технологи лабораторийĕ хута кайрĕ. Çавăн пекех "SingularityHub" ИТ-колледж - шкулта вĕренекенсене информаци технологи сферинчи пулас профессие алла илме май паркан вĕрентỹ проекчĕ - хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Ăна Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕнче йĕркеленĕ.
Цифровизаци этем пурнăçĕнче нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Кашни çемьерех кĕсье телефонĕсем, планшетсем, ноутбуксемпе компьютерсем пур, вĕсене ĕçлеме пысăк хăвăртлăхлă Интернет пулăшать. "Цифра экономики" наци проекчĕн ĕçĕн витĕмне пурте тенĕ пекех туйни вара куç умĕнче.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |