Ăшă тĕл пулу ырă туйăм çуратрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.03.2024, 20:01 Просмотров: 93

 Мартăн 19-мĕшĕнче çĕршыври шыв айĕнчи флота йĕркелесе янăранпа 118 çул çитрĕ. Ырă йăла-йĕркепе çак кунхине чăн малтанах Патăрьелĕнчи моряк-ветерансене хисеп туса лартнă палăк умĕнче Раççейри Тинĕс-çар, хамăр пĕрлĕхĕн ялавĕсене хăпартрăмăр, пиртен уйрăлнă моряксене асăнса пуç тайрăмăр.

 Çак кунхинех округри моряксен пĕрлĕхĕн Аслă Чемен территори пайĕнчи хастар членĕсем шкул ачисемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Чăн малтанах унта та ентеш-моряксене чыс туса лартнă палăк умĕнче ялавсем хăпартрăмăр. Ун хыççăн ял вулавăшĕнче 2 тата 3-мĕш класс ачисемпе (класс ертỹçисем - Алина Ананьева, Альбина Лысова, Лариса Тимошкина) тĕл пулăва малалла тăсрăмăр. Борис Лысов, Владимир Фролов, Андрей Кузьмин флот ветеранĕсен аса илĕвĕ ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ, моряксен служби пирки ырă туйăм çуратрĕ.

Тĕл пулăва Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ. Ачасем ветеран-моряксене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Морское братство-союз моряков" хастарĕсем те кĕçĕн тусĕсем умĕнче парăмра юлмарĕç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи флот ветеранĕсем пирки çырнă "С нами Бог и Андреевский флаг" кĕнеке парнелерĕç.

Владимир ПАЙМУЛЛИН

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика